Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑри ял хуҫалӑхӗсем выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлеме тытӑннӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 район ку ӗҫе тытӑннӑ. Ҫӗмӗрле тата Улатӑр районӗсем ҫеҫ васкамаҫҫӗ-ха. «Ольдеевский» хуҫалӑхра люцернӑна ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех ҫулма тытӑннӑ. Агрофирма ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ку вӑхӑтра ҫак курӑк чечек ҫурма хатӗрленет, ҫавӑнпа унта протеин нумай. «Атлашевский» ял хуҫалӑх предприятийӗ те малта пыракансен йышӗнче. Унта 1 пин ытла тонна сенаж хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама вӗсем ҫӗнӗ комбайн туяннӑ. Республикӑра пӗтӗмпе 600 пин тонна утӑ, 200 пин тонна силос, ҫавӑн чухлех сенаж хатӗрлеме палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлемешкӗн Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсем малтан тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
"Чӑваш бройлерӗнчи" чӑхсене ҫӑмӑл мар Шупашкар районӗнчи Тренкасси ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне панкрута кӑларасшӑн. Кун пек тавӑҫпа республикӑн Арбитраж судне «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество тухнӑ. Чӑн та, хапрӑкра ҫӑмӑл мар лару-тӑру пулнине унта ӗҫлекенсем те палӑртаҫҫӗ. Чӑх-чӗпе темиҫешер кун апатсӑр усрани те юлашки вӑхӑтра пулать-мӗн. Апатне илсе килсен те чун тухасран памалӑх кӑна ҫитни пирки калаҫаҫҫӗ. «Чӑваш бройлерӗпе» ҫыхӑннӑ ӗҫсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, Арбитраж судӗнче татах пур. Электроэнергишӗн кӑна хапрӑкӑн «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Чӑваш энергосбыт компанийӗ) обществӑна 2,5 миллион тенкӗ ытла тӳлемелле-мӗн. Ҫутӑпа тивӗҫтерекенсен ыйтӑвне суд ҫӗртмен 21-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлемесӗрех ӗҫленӗҫи тӑваҫҫӗ. Ку ыйтӑва ятарласа сӳтсе явман пулсан та ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче хускатнӑ. Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ку отрасльти лару-тӑрӑва тишкернӗ май лайӑххипе пӗрлех начаррине те палӑртнӑ. Канашлура пулнӑ «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Артамонов министр «ырӑ улшӑнусемпе пӗрлех йывӑрлӑх та чылай. Сӑмахран, ял хуҫалӑх организацийӗсенче вакантлӑ вырӑн нумай. Ертӳҫӗсем ӗҫе илме кадрсем тупаймаҫҫӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Диплом илсен пысӑкрах пайӗ пурнӑҫа ялпа ҫыхӑнтармасть. «Мӗншӗн тесен хуҫалӑхсенче ӗҫ укҫи пӗчӗк», — хурав панӑ соцыйтӑм ирттернисене. Хуҫалӑх ертӳҫисен докуменчӗсенче студентсем практикӑра пулмасӑрах «пулнӑ» тесе ҫирӗплетеҫҫӗ», — тесе каланӑ. Ку хыпар Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева тӗлӗнтернӗ. «Камсем алӑ пусаҫҫӗ? Мӗншӗн суяҫҫӗ? Ку ӗҫе Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ҫӗнӗ ректорӗн ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Тыр-пул, пахча ҫимӗҫ лартас вырӑнне ҫумкурӑк ашкӑрать. Республикӑра кунашкал 100 пин гектар ҫӗр выртать. Ытларахӑшӗ — Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Улатӑр, Канаш, Элӗк районӗсенче. Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Плешков каланӑ тӑрӑх, техника сахал, халӑх кар тӑрса ӗҫлесшӗн мар. Районта пушӑ выртакан ҫӗрсемпе ҫӗр надзорӗ кӑсӑкланма пуҫланӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Енӗн ҫӗр фондӗнче 2 миллиона яхӑн гектар. Ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли. Тӳре-шара ӑна урӑх категорие куҫарасшӑн. Анчах ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗрсем ҫинче юлашки вӑхӑтра коттеджсем ӳссе ларнӑ тӗслӗхсем нумайланнӑ. Раҫҫей Президенчӗ кунашкал ҫынсенчен ӑна туртса илсе ҫӗрпе ӗҫлеме юратакансене пама сӗннӗ. Патшалӑх вӗсене пулӑшма хатӗр. Анчах ҫӗр амнистийӗпе 9 лаптӑк хуҫи ҫеҫ усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Йӗпреҫ районӗнчи ҫӗрсене пушӑ вырттарасшӑн мар. Асӑннӑ муниципалитета ертсе пыракан Сергей Горбунов кӑҫал 3 пин гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме тӗллев лартнӑ. Ӗҫ хӑвӑртлӑхне тишкерсен, шухӑшлани пурнӑҫланассӑн туйӑнать. Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ усӑ курман ҫӗрсене Хурӑнлӑх, Шӑрттан, Ирҫе Ҫармӑс, Пучинке, Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче сухаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Хурамал ял тӑрӑхӗнчи «Синтез-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн ҫӗрӗсене Ремис Мансуров хресчен-фермер хуҫалӑхӗ сухалама тытӑннӑ. Пӗтӗмпе унӑн 430 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле. Анчах йӑлтах ҫуркунне акса пӗтереймӗҫ. Ҫуртрисене фермер 150 гектар акма палӑртать. Ытти лаптӑка кӗрхи культурӑсем валли хатӗрлеме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалӑх продукцийӗ нихӑш саманара та хаклӑ пулман-тӑр. Ҫук-ха, тӗрӗсех те каламарӑм. Лавккаран туяннӑ чух сӗчӗ те йӳнех мар, хӑйми те, тӑпӑрчи те, турӑхӗ те, аш-пӑшӗ те, ҫӑмарти те. Анчах апат-ҫимӗҫ хакне хӑпартаканӗсем продукцие туса илекенӗсем мар-ҫке. Сутнӑ чухне вӗсен ҫак продукцие ячӗшӗн хакпах ярӑнтарма тивет. Кун пирки маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ-ха. Унтанпа нимӗн те улшӑнман. "Агро-Инноваци" хысна предприятийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗтӗн пӗр литрне паян сӗт-ҫу савучӗсем килограмне вӑтамран 19 тенкӗ те 97 пуспа туянаҫҫӗ. Эрне каялла кӑна вӗсем 1,1 процент ытларах тӳленӗ. Пуш уйӑхӗнчипе танлаштарсан хака 6,2 процент чакарнӑ. Статистика статистика пулӗ те, халӑхран, тӗрӗссипе, ӑна тата йӳнӗрехпе туянаҫҫӗ. Литрне 14-15 тенкӗпе те сутма тивет тепӗр ҫӗрте. Муркаш районӗнче халӗ, сӑмахран, 15 тенкӗпе туяннине пӗлтерет REGNUM информаци агентстви. Сӗт хакӗ йӳнелсе пынине кура ҫынсем ӗне шутне чакарса пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах сӗт туса илесси пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнче уйрӑм хушма хуҫалӑхсен тӳпи аванах вырӑн йышӑнать. |
Ял хуҫалӑхӗ
Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатне республика хыснинчен субсиди парса тӗрӗсех тунӑ. Ку пӗтӗмлетӳ патне Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫитсе тухнӑ. Республикӑри ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене бюджетран укҫа-тенкӗ уйӑрни саккунпа килӗшсе тӑнипе тӑманнине маларах прокуратура та тӗрӗсленине эпир шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Финанспа бюджет надзорӗн федераци службин республикӑри управленийӗ Вӑрнарти аш-какйа комбинатне хысна законодательствипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене пӗтерме хушса представлени ҫырса панӑ. Росфиннадзор шухӑшланӑ тӑрӑх, 2013-мӗш ҫулта вӑрнарсене субсиди панӑ чух ака лаптӑкне ӳстерсе кӑтартнӑ, ҫавна май субсидие хыснаран 2 миллион тенкӗ ытлашши уйӑрнӑ пулать. Аш-какай комбиначӗ Росфиннадзор пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшмесӗр суда ҫитнӗ. Ӗҫе виҫҫӗмӗш ен евӗр республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине явӑҫтарнӑ. Суд субсидие тӗрӗсех уйӑрнине ҫирӗплетсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
ХТЗ-17221 трактор «Agrator-5,4» агрегатпа акать Кӑҫал республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хире пӗлтӗрхинчен пилӗк кун маларах тухнине эпир пӗлтернӗчччӗ. Аса илтеретпӗр, ку хыпара ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ Правительство ларӑвӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑччӗ. Пӑрачкав районӗнчи фермерсем акма тухнӑ. Унти А.Л. Васильев тата Л.Л. Васильев хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем сӗлӗ акаҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсем ку ӗҫе 40 гектар ҫинче ҫӗннӗ. Пӗтӗмпе вара вӗсен ҫуртрисем 596 гектар лаптӑк йышӑнмалла. Хирте пӗр тӑван фермерсен ХТЗ-17221 трактор ӗҫлет, «Agrator-5,4» агрегатпа акаҫҫӗ. Паянхи куна илсен, Пӑрачкав районӗнчи хуҫалӑхсем 2110 га ҫинче кӗрхисене апатлантарнӑ, 1462 га ҫинче кӗрхисене нӳрӗк тытса хӑварнӑ, ҫӗртме сухи тунӑ лаптӑка 434 га сӳреленӗ, нумай ҫул ӳсекен курӑксене — 1449 га. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Елчӗк районӗнчи хуҫалӑхсенчен пӗринче Кӑҫал республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хире пӗлтӗрхинчен пилӗк кун маларах тухнӑ. Кун пирки ӗнерхи Правительство ларӑвӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ. Чӑн та, Елчӗк районӗнчи «Прогресс» обществӑра ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӗрхи культурӑсене апатлантарма пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Анчах елчӗксенчен маларах улатӑрсем хире тухса ӗлкӗрнӗ. Унти «Митра» тата «Новь» тулли мар яваплӑ обществӑсем, Н.Н. Назарован хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ака уйӑхӗн малтанхи кунӗсенчех кӗрхи тулла удобрени сапма тытӑннӑ. Ӗнерхи куна илсен, республикӑри 19 районта ҫурхи ӗҫсене тытӑннӑ. Патӑрьел районӗнче сухан вӑррине акма пуҫланӑ, ҫуртри тӗштырӑна та акма тытӑннӑ. Шӑмӑршӑпа Патӑрьел районӗсенче ҫурхи культурӑсене 98 гектар ҫинче акса хӑварма та ӗлкӗрнӗ. Пӗтӗмпе вара кӑҫал 580 пин гектар ҫинче тыр-пул акса туса илме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
"Туман" агрегат Елчӗк районӗнче иртнӗ эрнерех, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, хире тухнӑ. Унти «Прогресс» акционерсен хупӑ обществи кӗрхисене апатлантарать. Ҫак ӗҫе «Туман» ятлӑ агрегатпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Удобрени сапмалли ытти техникӑпа танлаштарсан вӑл пӗрре кайнӑ чухнех тем сарлакӑш лаптӑка апатлантарса пырать. Ҫакӑ топливӑна та перекетлеме май парать, темиҫе трактор та хӑваламалла мар, ӗҫ те хӑвӑрт пулса пырать. Пӗтӗмӗшле илсен, Елчӗк районӗнче кӑҫал ял хуҫалӑх культурисем 40 пине яхӑн гектар йышӑнмалла. Ҫуртрисене 23,7 пин гектар акма планланӑ. Вӑл шутран ҫурхи пӗрчӗллӗ тата выльӑх апачӗлӗх пӗр ҫул ӳсекен курӑксем 21,2 пин гектар йышӑнӗҫ. Кӗрхисене те пӗлтӗр елчӗксем ҫителӗклех, республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин планӗпе пӑхнӑ таран, акса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |